Сайт Детской Организации МБОУ "Алманчинская СОШ"

Меню сайта
Категории раздела
Мои файлы [51]
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 3
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Файлы » Мои файлы

ППБ
23.11.2014, 16:54

Яланах çынна типшар кăтартакан хаяр пушар…Çапла, çулăм этемшĕн пĕр вăхăтрах тус та, тăшман та пулса тăрать. Вăл ăна пурнăçра пысăк усă кÿрет. Унсăр килте апат та пĕçереймĕн, заводра хурçă та шăратаймăн. Вăлах космос карапĕсене тĕнче уçлăхне кăларать. Çутçанталăкăн çак хăватлă вăйĕпе усă курса этем хăйне çутăпа тата ăшăпа тивĕçтерме пултарнă. Мĕн ĕлĕк-авалах вăл çынна выçлăхран та, сивĕрен те хăтарнă, сунар ĕçне çăмăллатнă, пурăнмалли çурта çутатнă. Унпа усă курса çынсем тăм савăт тума, йывăç вуллинчен кимĕ ăсталама, металл шăратма вĕренсе çитнĕ. Çулăм этеме ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пынă. Çулăмпа пĕлсе, тĕрĕс усă курсан вăл этемшĕн яланах шанчăклă тус пулса тăрать.

Çулăм символ та мар-и тата? Аслă вăрçăри Тăван çĕр-шывшăн пуçĕсене хунă паттăрсен ĕмĕрлĕх палăкĕ умĕнче шухăшлăн пуçсене пĕкетпĕр. Олимп вăййисен тĕп палли те çав çулăмах-çке….Унсăрăн пурнăç та çук темелле. Вăл яланах кирек ăçта та кирлĕ: кил-çуртра е шкулта, фабрикăра е заводра, больницăра е ял хуçалăхĕçĕнче те.

Анчах çакăн пек те пулать: çулăм шанчăклă çывăх тусран хаяр, пĕр шелсĕр тăшман пулса тăрать. Вара вăл нумай çул хушши ĕçлесе тупнă пурлăха та, кирлех пулсан этемĕн кун-çулне те куç умĕнчех пĕтерсе хурать.

Эпир пурсăмăр та пĕлетпĕр: пушар çынна калама çук пысăк сăтăр тăвакан инкек. Çулăм хăй çулĕ çинче мĕнпуррине йăлтах пĕтерет. Пурăнмалли çуртсем тата тĕрлĕ хуралтă çунса каять, çынсем , выльăх-чĕрлĕх килти пурнăç тĕп пулать.

Чылай чухне çак инкекрен хăтăлма май пур. Яланах сыхă, тимлĕ пулни кирлĕ. Вут-кăварăн хаяр çăткăнлăхĕ çинчен самантлăха та манма юрамасть. Пушар вăл сăлтавсăр тухмасть. Çак инкек чылай чухне çынран хăйĕнчен килет. Мĕн чухлĕ çын кĕл çине тăрса юлать, çавăн пекех çунса вилет.

      1961-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче калама çук хăрушă хура инкек пулса иртни çинчен шутласан çÿç-пуç вирелле тăрать.

Мĕнпе айăпа кĕчĕç-ши нимпе çылăха кĕме ĕлкĕреймен пепкесем, ĕмĕрлĕхех 7-13 çулта юлнă е кăшт аслăрах ачасем- чунĕсем çÿлти тÿпенелле туртăнакан кăварпа çĕкленнĕскерсем?

       …106 ачапа 4 вĕрентекен…Ним айăпсă рачасем хăйсен ытла та кĕске пурнăçăн юлашки саманчĕнче амăшĕсене аса илчĕç пуль хăйсене пулăшма чĕнчĕç пуль…?

….Анне, пырсам, пит тĕттĕм-çке,

Сывлăш çитмест, эп чыхăнап.

Анне, çăлсам, пит йывăр-çке

Эп пыраймас, вĕри, çунап…

Кĕтмен инкек-шăпа пÿрни.

Сасартăк чарăнчĕ пурăнăç.

Ĕнер шкул пулнă вырăнта

Кăвар выртать сапаланса.

Çак шкултан килĕсене таврăнайман 106 ачапа 4 вĕрентекене халалласа çырнă юрăран пулчĕç çак йĕркесем.

Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра та час-часах пушарсем тухма пуçлани питĕ чуна ыраттарать. Ача-пăчасем вуткăварпа вылянипе, пируса асăрханусăр туртнипе электричество приборĕ юсавсăррипе, кăмакасенчен, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе пушарсем тухаççĕ.

Уйрăмах çуллахи вăхăтра вăрмансенче пушар тухасси ÿсет. Статистика çакна кăтартать: вăрманти вунă пушарта нтăххăрăшĕ çынсен айăпĕпе пулать. Инкекĕн сăлтавĕсем- сÿнтермесĕр пăрахса хăварнă кăвайтпа пирус тĕпĕ. Çутçанталăк е этем алли нумай çул хушши çитĕнтернĕ йывăçсем темиçе сехетре пĕтме пултараççĕ.

      «Пушар аллисем вăрăм»,- тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Пушар алхасма пуçласан хăйĕн ытамне пурне те илет. Никама та хăвармасть, никама та шеллемест-çын пурнăçне те.

Вут-кăвар çăткăнлăхĕ çинчен самантлă-ха та манма юрамасть. Пушар вăл сăлтавсăр тухмасть, çак инкек чылай чухне çынран хăйĕнчен килет. Яланах сыхă, тимлĕ пулни кирлĕ.

Пирĕнпе те шкулта учительсем час-часах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕрен викторинăсем, мероприятисем, калаçусем ирттереççĕ, пушар хуралĕнче ĕçлекенсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ.

Пушар-питĕ пысăк инкек. Çавăнпа та вăл ан алхастăр тесен кашни çыннăн тимлĕ пулмалла, пĕтĕм вăйран тăрăшмалла.

Юлашкинчен манăн çапла калас килет: «Эй, эсир, çынсем! Пăхсамăр йĕри-тавралла, епле илемлĕ тăван тавралăх епле савăк çут тĕнче! Чи хакли мар-и вара пурнăç çакă çутă тĕнчере? Епле-ха эпир хамăра упрама, шеллеме пурнăçа хаклама паянхи кун та ăнланса илес теместпĕр. Айтăр-ха пурте тимлĕ пулар, асăрханар. Ахальтен каламаççĕ вĕт: «Сыхлакана турă та сыхлама тăрăшать»,- тесе.

Вăтам классенче «Пушар» темăпа диктант ирттермелли текст.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван ял  уй-хирĕнчен татăлма та пĕлместпĕр эпир.  Çум çумлатпăр, тырă вырма пулăшатпăр.

            Пĕркунхине çапла кунĕпех утă пухрăмăр. Каç енне анăçра хура пĕлĕтсем курăнчĕç.  Ешĕл утта йĕпетес мар тесе пĕтĕм вăйран ĕçлеме тытăнтăмăр. Хĕрачасем кĕреплесемпе тураççĕ, арçын ачасем сенĕксемпе йăтаççĕ. Эпир Кольăпа купа тăватпăр. Ĕç вĕресе çеç тăрать.

            Çил вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Тавралăх тĕксĕмленчĕ. Эпир утта вăр-вар купаласа пĕтертĕмĕр  те ялалла çил пек вĕçтертĕмĕр. Шкул тĕлĕнче пире шалкăм çумăр çитсе çапрĕ. Пурте шкул умĕнче хӱтлĕх тупрăмăр.

            Çанталăк питĕ хăвăрт улшăнса пычĕ. Çил-тăвăл алхасрĕ, çиçĕм ялтăр çиçрĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ. Çав вăхăтра ферма тĕлĕнче çутă ялкăшса кайрĕ. Шартах сикрĕмĕр пурте. Ку ырра марине чухларăмăр.

            Эпир ферма патне çитнĕ çĕре пушар вăйлăрах çĕкленчĕ. Çатăртатсах çунать сурăх вити. Хăрушă вут-кăвар сарăлсах пырать.

            Часах эпир вите алăкне уçрăмăр та сурăхсене кăларма тытăнтăмăр. Ним йĕркине пĕлмеççĕ айвансем, хăйсем тĕллĕн арпашаççĕ. Хăранипе пĕр-пĕрин çумне çапăнаççĕ, хăрушă сасăпа макăраççĕ.

            Тухакансем тухкаларĕç. Тухманнисене кайри урисенчен тытса сĕтĕрме пикентĕмĕр. Йăлт халран кайрăмăр. 

Аслă классенче „Пушар“ темăпа изложени ирттермелли текст.

Çулăм тыткăнĕнчи хĕр.

Ира Шамукова юлташĕсене кĕтсе тăмасăрах  уçланкăри вĕтлĕхĕн юлашки лаптăкĕ çине кĕрсе кайрĕ. Унăн аллинче çивĕч пуртă. Вăрăм çырă çÿçĕ сапаланса кайнă. Тутăр çыхса килнĕччĕ, вăл тахăш вăхăтра туратран çакланса çухалса юлнă. Тĕтĕм хупланăран Ира хăйĕн хыçĕнче юлнă тантăшĕсене асăрхаймарĕ те. Те пычĕç вĕсем, те айккинелле пăрăнчĕç. Чăтлăх енчен вĕри хум капласа килет. Пуртăпа çав тери васкаса хыпаланса ĕçлет хĕр. Ира хунавсене касса пĕтерчĕ пулмалла. Хĕр унталла-кунталла çăра тĕтĕм витĕр чупать, анчах ниçта та ним те курăнмасть. Çÿлте хĕп-хĕрлĕ хум явăнать. Йывăç тăррисем, йÿçĕ тĕтĕм кăларса, вĕçĕ-хĕррисĕр çатăртатаççĕ. Сасартăк пĕр йывăçĕ Ира çине ÿке пуçларĕ. Хĕр айккинелле тапса сикрĕ. Çунакан  йывăç хĕр малтан тăнă вырăна кĕрĕслетсе  ÿкрĕ. Пур çĕрте те çăра тĕтĕм. Нимĕн те ăнланса илме май çук.  Хăш еннелле кймалла-ши?

 „Çунса ÿкекен йывăçсем айне кăна лекес марччĕ“, -вĕçсе иртрĕ шухăш Ира пуçĕнче. Унтан çĕмĕртсемпе хăвасем хушшинчи çеремпе анаталла чупрĕ. Акă умра пысăках мар кÿлленчĕк йăлтăртатать. Шывне шапа лĕкки пусса иле пуçланă. Ира шыва ывăçĕпе антăхса ĕçе пуçларĕ. Тинех хĕрĕн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ăна çак тискер çулăмран хăтăлма май тупăннă пек туйăнчĕ.

Вăйран вăкăр тухать.

Пирĕн ватă асанне,

Юмах-халапа ăста.

Канма ларсан кулленех,

Пуçлать хăйĕн сăмахне.

 

Мăнукăм,  пĕчĕк Сашук,

Эс ытла та пит айван.

Шăрпăка алла тытан,

Кăвайтне чĕртме пăхан.

 

Эс пĕлместĕн-çке ачам,

Вутăн алли пит вăрăм.

Усал кăвайт тухсанах,

Ярса илет самантрах.

Шăтăр-шатăр вăл çунать,

Инкек-синкек кăтартать.

Хĕрлĕ автан алхасать,

Йăл та ялт çеç сиккелет.

Çак илемлĕ кил- çуртран,

Кĕл купи çеç хăварать.

Çуллен пухнă пурлăха,

Çилпе вĕçтерсе ярать.

Итле асли сăмахне,

Вут-кăварпа ан выля.

Тухать вăкăр вăйăран.

Категория: Мои файлы | Добавил: доброта
Просмотров: 407 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Поиск
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный конструктор сайтов - uCoz