Ырă çын пул. Ватă çынсене,
хăвантан аслисене хисепле, тантăшусем умĕнче пуçна
ан каçăрт , хăвăнтан кĕçĕннисене
пурне те кăмăл кÿр.
Аçупа аннÿне хисепле, вĕсен
сăмахĕнчен ан тух.
Сана усал тума çуратман,
ырă тума çуратнă!
Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ
таран çынсене ырă тума тăрăш.
Каланă сăмаха тыт.
Нихăçан та ан суеçтер.
Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул.
Çынпа хирĕç пулсассăн ырă,
ăшă сăмах кала.